Камсен юррисене янӑратать «Тӑван радио»? Халӑх тетелӗсенчен пӗринчи эпир унчченхи хыпарсенчен пӗринче асӑннӑ «Киремет tv» ушкӑнра шӑп ҫак ыйту тавра пуҫ ватаҫҫӗ.
Постне вырӑсла ҫырнӑ-ха, ҫапах та эпир чӑвашла куҫарар: «Каллех Тӑван радио. Вырӑсла юрлакан, анчах Чӑваш Енре пурӑнакан юрӑҫсен ӑҫта каймалла?» — хурав шырать унта пӗри. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, «Тӑван радиора» ытти каналпа та янӑракан Раҫҫей поп-музыки нумай, анчах хамӑр патри авторсен сахал.
«Тӑван радион» музыка редакторӗ Петр Вунберов радиостанцин тӗп формачӗпе килӗшӳллӗн вӗсен музыка архивне чӑваш тата вырӑс поп-музыки ытларах кӗнине ӑнлантарнӑ. Рэп-юхӑмӗллисем сахал лекнӗрен юрӑҫа вӑл урӑх радиостанцисемпе ҫыхӑнма сӗннӗ.
«Киремет tv» вара «Тӑван радио» ют авторсен вырӑс рокне те, поп-рокне те ҫителӗклӗх янӑратать, хамӑрӑннисем валли вара вырӑн ҫук тесе ҫирӗплетет.
Вӑхӑт сисӗнмесӗр шӑвать — «Тӑван радио» эфирта янӑрама пуҫланӑранпа ҫулталӑк хыҫа юлчӗ. Ӑна Наци радиовне анлӑлатас тӗллевпе йӗркеленӗ. Ҫапла майпа республикӑри районсем кӑна мар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар тӑрӑхӗнче те чӑвашла радио сассине илтнӗ.
Икӗ чӗлхепе янӑракан радиона халӑх хапӑлласа йышӑннӑ. Унта чӑвашла, вырӑсла юрӑсем янӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех информаци, аналитика, социаллӑ, ҫутта кӑларакан кӑларӑмсем куллен эфира тухаҫҫӗ.
Раштавӑн 16-мӗшӗнче «Тӑван радио» радиоитлекенсене парнесемпе, лайӑх кӑмӑлпа савӑнтарӗ. 19 сехетре пурне те «Мега Молл» суту-илӳ комплексӗнче кӗтеҫҫӗ. Унта ҫуралнӑ кун ячӗпе шоу иртӗ.
Кун пирки чӳкӗн 1-мӗшӗнче республикӑри тата районти массӑллӑ информаци хатӗрӗсен, издательствӑпа полиграфи, IT-компанисен пуҫлӑхӗсемпе иртнӗ канашлура Наци телерадиокомпани директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юлия Стройкова пӗлтернӗ.
Радиона Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата асӑннӑ хуласен ҫывӑхсенче пурӑнакансем итлеме май килӗ. Эфирӑн ытларах пайӗ чӑвашла тата вырӑсла кӗвӗ-ҫемӗрен тӑмалла. Унта Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн хӑш-пӗр кӑларӑмӗсене итлеме май пулӗ, тӳрӗ эфирти передачӑсене те йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.
Наци телевиденине илсен, авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса ӑна Канашри, Етӗрнери, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Вӑрнарти тата Йӗпреҫри кабель сечӗсем урлӑ кӑтартассине йӗркелессипе тӑрӑшаҫҫӗ.
«Тӑван радио» Шупашкарта 100,3 FM хумпа тухма ирӗк илнӗ. Роскомнадзор ирттернӗ тупӑшӑва ҫавӑн пекех мускавсем — «Серебряный дождь» тата «Радио-дача» радиостанцисем — хутшӑннӑ. Конкурс ларӑвӗнче пирӗн республикӑри радиостанци енчен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Кушаев тата Чӑваш Енӗн информаци политики министерствин пуҫлӑхӗ Валентина Андреева пулнӑ.
«Тӑван радио» радиова «Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанийӗ» кӑҫал юпа уйӑхӗнче йӗркеленӗ. Унӑн кӑларӑмӗсем икӗ чӗлхепе тухмалла — чӑвашла тата вырӑсла. Программӑра обществӑпа политика, вӗренӳ, халӑх, литература, музыка кӑларӑмӗсем анлӑ пулмалла. Радиостанци ҫавӑн пекех республикӑн тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсемпе ҫыхӑну вӑйлатасшӑн, вӗсем ҫинчен ытларах каласа парасшӑн.
Мӗнех, саламлатпӑр! Шупашкарта чӑвашла радиостанци пулмаллах!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |